Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пурте усӑ курма пултаракан ftp каталог

ftp каталог адресӗ:

ftp.chuvash.org

Пурте усӑ курма пултаракан ftp каталога эсир файлсене кӗртме пултаратӑр.

Асӑрхӑр! Файлсем унта нумай упранмаҫҫӗ, кӗртнӗ хыҫҫан пӗр эрнерен эпир ӑна унтан кӑларса пӑрахатпӑр (ку ӗҫе робот тӑвать, эпир манса каясси ҫине ан шанӑр). Енчен те пирӗн валли мен те пулин ярса паратӑр пулсан (сӑнӳкерчӗксем, юрӑсем) — калӑр Администратора, эпир вӗсене унтан кирлӗ ҫӗре куҫаратпӑр. Пӗлтермелли адрес — p-code@mail.ru
Ҫавӑн пекех ftp каталогӑн калӑпӑшне чакарнӑ: пӗтӗмпе унта 100 Mb кӑна кӗртме пулать. /ун урлӑ киносем ан сарччӑр, е урӑхла ӑна усӑ ан курччӑр тесе/

Ftp каталогпа епле усӑ курмалла

1. Internet Explorer
Адрес йӗркинче ftp://ftp.chuvash.org ҫырӑрта Enter клавишӑна пусӑр. Эсир каталога ftp каталога лекеттӗр. Кунта вара эсир upload каталога куҫнӑ хыҫҫӑн унта файлсем кӗртме пултаратӑр. Шӑшипе файлсене унта йӑтса хума, е _Копировать —> Вставить_ операцие усӑ курса.

2. FAR
Команда строкинче ftp://ftp.chuvash.org ҫырӑр та Enter пусӑр. Ftp каталога лекеттӗр. Upload каталога кӗнӗ хыҫҫӑн эсир кунта файлсем куҫарма, кӗртме пултаратӑр. Пӗр панель ҫинче сирӗн ftp каталогӗ пулӗ, тепӗр панель ҫинче эсир кирлӗ файла суйласа илсе копилеме пултаратӑр (F5 урлӑ).

3. Ыттисем
Ҫавӑн пекех.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-27 20:33:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4004 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем